Решаем вместе
Есть предложения по организации учебного процесса или знаете, как сделать школу лучше?
Основное навигационное меню сайта
*****


выступление "Сарби"«Пирĕн çĕр чăмăрĕ – вилĕмсĕр кайăк» программăпа 01.12.2018 ç.  Çтерлĕри чăваш эстрадипе фольклор ансамблĕн «Сарпи» профессионаллă артисчĕсем ачасене çĕнĕлле урок – концертпа  илĕртрĕç. Çĕр пин тарăн шухăшлă та ăс-тăна тыткăнлакан хÿхĕм юрăсемпе савăнтарчĕç, илемлĕ ташăсемпе куракансен кăмăлĕсене çĕклерĕç, чăваш халăхĕн капăр тумĕпе паллаштарчĕç. Ятарласа шкул валли хатĕрленĕ программăра экологин кăткăс ыйтăвĕсене тĕпе хурса  хатĕрленĕ презентаци ачасен тавра – курăмне, пĕлĕвне çирĕплетме пулăшрĕ. Çаплах сарписем ачасене пирĕн çĕр чăмăрĕ çинчи тĕрлĕ ÿсен – тăран, вĕçен – кайăк йышĕсемпе тĕсĕсем çинчен каларĕç, вĕсен вырăсла тата чăвашла ячĕсемпе паллаштарчĕç. 45 минут хушшинче профессионаллă артистсем шкулти  верентÿ программин темиçе предметне çыхăнтарса пама ĕлкĕрчĕç. Урок – концерт пур вĕренекенĕн те кăмăлне кайрĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

Версия для слабовидящих
Будь готов к труду и обороне