Решаем вместе
Есть предложения по организации учебного процесса или знаете, как сделать школу лучше?
Основное навигационное меню сайта
Календарь событий
Октябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
 123456
78910111213
14151617181920
21222324252627
28293031  
Статистика посещения сайта
Flag Counter
*****


встреча с Савельевым -САС_1встреча с Савельевым_САС_2встреча с Савельевым-САС_3Раштав уйăхěн 25 – мěшěнче вĕренекенсемпе вĕрентекенсем прозăллă хайлавсен авторĕпе, чăваш поэзийĕн çутă çăлтăрĕпе – Александр Сергеевич Савельев — САСпа тĕл пулчěç. Хаваслă тěл пулу ятарласа хатěрленě сценари тăрăх иртрě. Уявра Савельев – САС çырнă сăвăсене ачасем пăхмасăр каласа пачěç, унăн сăввисем тăрăх композиторсем кĕвĕлленĕ çепĕç те пысăк туйăмлă юрăсене шăрантарчěç, кулăшла калавсем тăрăх сценкăсем те лартрěç, илемлě чăваш кěпи тăхăннă хěрсем чăваш ташши ташласа кăтартрěç. Пушкăрт поэчě çырнă, А.С.Савельев – САС чăвашла куçарнă  «Унтанпала вăхăт чылай шурĕ…» сăвва 7-мěш класс хěр ачи Никитина Ольга пăхмасăр вуласа пани пурин кăмăлне те кайрě. Çак сăвăпа Оля республика шайěнче иртнě  «Назаров вулавěсем» ăслăлăхпа наука конференцийěнче те призер пулса тăчě.

     Шкул ачисем аслă ентешĕмĕре тĕрлĕ ыйтусем пачĕç, унăн хайлавĕсенчи геройсемпе те, хăйĕн кун-çулĕпе те кăсăкланчĕç. Ачасен кашни ыйтăвĕ çинех тулли хурав тупăнчĕ  Александр Сергеевичăн. Тĕл пулу ытларах кĕçĕннисене савăнтарчĕ.Чăн-чăн чěрě  писательпе куçа-куçăн тĕл пулса калаçма пурне те тÿр килмест-çке.

     Александр Сергеевич хăнана пушă алăпа килмен. Çыравçă кашни сăвă калакан ачана, юрă юрлакансене кĕнекесем парнелерĕ. Шкул библиотекине те манса хăвармарĕ: “манран асăнмалăх пултăр, кашни вĕренекен вулатăр ”, — терĕ кěнеке парнелесе.

    Çак телейлĕ самантсене асра хăвармалăх юратнă писательпе юнашар тăрсах сăн  ÿкерттерчĕç шкул ачисем.

         Çыравçă ачасене лайăх вĕренме, тÿрĕ кăмăллă, вăйлă та хастар пулма вĕрентрĕ. Унăн сăввисем вара пурне те тăван чěлхене юратма, хисеплеме  хавхалантараççě. Уяв вăхăтěнче ытахальтен мар пысăк плакат çине çырса хунă çак йěркесем тěп вырăн йышăнса тăчěç:

   «Кала, юлташ, мĕн хаклă саншăн

   Хальхи пуян çак тĕнчере?» —

   Тесе ыйтсан, сывламăп ассăн,

   Эп калăп пат:

   ТĂВАН ЧĔЛХЕ!

                      (А.С.Савельев-САС)

 Вулаканăн чун-чĕринче ырă çимĕç ÿстерме пулăшакан çĕнĕрен те çĕнĕ хайлавсем калăплама хавхалану тата вăй-хал сунар ентешĕмĕре, сывлăх, вăрăм ěмěр сунар.

Н.М.Глухов

шкул директорě

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

Версия для слабовидящих
Доступ в ФГИС «Моя школа» и электронный журнал/дневник школы

*

Нажмите на картинки выше для перехода на сайт ФГИС «Моя школа» или сайт электронного журнала/дневника МБОУ СОШ д. Новофедоровка. Адрес ФГИС «Моя школа» https://myschool.edu.ru . Более подробная информация о ФГИС «Моя школа» (переход по данной ссылке). Адрес электронного журнала/дневника школы https://elschool.ru. При отсутствии логина и пароля обратиться к классному руководителю.

Независимая оценка качества образования — 2021

Аналитический отчет независимой оценки качества условий оказаний услуг

Суть выводов по школе коротко отображена на странице 52 аналитического отчета